Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр.
Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ.
Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Чӑваш литературине юратакан хастарсем авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хӑйсен сайтӗнче пӗтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗнеке «кӑҫал ҫуркунне пичетленсе тухнӑ. Унта Валентин Васильев-Уҫӑмӑн «Хӗвеле тӳртӗн пӳрт» повесть-новелли, Сергей Ялавинӑн «Ҫул ҫинче», Василий Петровӑн «Ҫыру», Светлана Асаматӑн «Ҫын сӑмахӗ», Дмитрий Верендеевӑн «Йӑкӑнат авланать», Александр Артемьевӑн «Савӑксӑр сад», Андрей Растворцевӑн «Чи хаклӑ мул», Александр Пономаревӑн «Хинган шуҫӑмӗ» калавӗсем кӗнӗ».
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Галина Антонова редактор кӑларӑма еплерех пухса хатӗрлени, мӗншӗн шӑпах вӑл е ку автора кӗртни ҫинчен туллин каласа панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Параппанлӑ Митраппан» кӑларӑма сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене 1 пин тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Екатерина Васильева.
«Параппанлӑ Митраппан» кӗнекене кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем юратса вуласса шанаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен 2020 ҫулхи республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ май ӑна хысна шучӗпе пичетленӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ача-пӑча валли сахал мар кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Шупашкарта та пичетленӗ, Мускавра та. Поэт Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытать, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе тата шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет.
Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗрин, Лидия Саринен, кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ – «Шур пӗркенчӗк». Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва халалланӑ.
Кӗнеке редакторӗ – О.Л. Федорова, художникӗ – А.И. Алексеев.
«Шур пӗркенчӗк» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе пурнӑҫри самантсене ҫутатса паракан тӗрленчӗксем кӗнӗ. «Кашни хайлавра – сӑнар шӑпи, автор унӑн савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс кӑтартса парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ – Лидия Сарине – хӑй те таса чунлӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Сачкован «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – О.Л. Федорова, кӗнекене ӳкерчӗксемпе И.Е. Калентьева тата А.И. Алексеев илемлетнӗ.
Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине 11 калавпа повесть кӗнӗ.
Хайлавӗсенче автор пурнӑҫри тӗрлӗ тӗслӗхе ытарлӑн сӑнланӑ. Вӗҫкӗн автан, сӑмахран, ҫӑла кӗртсе ӳкернӗ, Шампик йытта вара хӑйӗн хуҫине инкекре пулӑштарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеке вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Г.А. Антонова, художникӗ – А.И. Алексеев. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута. Ҫакӑ мӗнпе вӗҫленнине кӗнекене вуласан пӗлме пулать.
«Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ.
Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан».
Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ:
— Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри.
— Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Владимир Степанов. Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетленӗ.
Кӗнеке сакӑр пайран тӑрать. «Чӑваш тӗнчи» ятли тӗнче пуҫланса кайнипе паллаштарать. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑха тата ватлӑха, арҫынпа хӗрарӑма халалланӑ пайсем те пур.
Кӗнекене кӗртнӗ мифсемпе легендӑсем, юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсем чӑваш халӑхӗн чунне, унӑн кӑмӑлне, халӑхӑмӑрӑн философине уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.
«Чӑваш кӗнеке издательстви 2020-мӗш ҫулта «Чӑваш чӗлхи: 9-мӗш класс валли» кӗнеке кӑларчӗ», — тесе пӗлтерет Вӗренӳ институчӗ. Унӑн авторӗсем — Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине 9-мӗш класра вӗренме кӑларнӑ кӗнеке тӑрӑх шкул ачисем ҫыхӑну паллиллӗ хутлӑ предложенисен икӗ тӗсӗпе – сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе чӗрӗ пуплевре тата ҫырура усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне авторсем хӑш-пӗр сӑмахӑн этимологине ӑнлантарнӑ, пуплевпе грамматика йӑнӑшӗсене, вӗсене тӳрлетмелли мелсене кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Ягодовӑпа Ирина Михайлован «Чӑваш ачисен вӑййисем. Чувашские детские игры» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Ӑна вырӑсла Людмила Ягодова тата Олег Кульев куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина.
Кӗнекене чӑваш ачисен вӑййисем кӗнӗ. Вӗсене темӑна кура уйӑрнӑ: сахал хускануллӑ вӑйӑсем, тӗроӗ япалапа усӑ курса вылямаллисем, ӗҫленӗҫи туса вылямаллисем тата ытти те. Вӗсене икӗ чӗлхепе ӑнлантарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |